План работы на Год "Выдающиеся земляки – известные выходцы из республики"

Чăваш Енре-Паллă ентешсен çулталăкě

Александр Петрович Трофимова халалласа

 

   

 

Анчахрах Мăн Этмен шкулĕнче паллă ентешпе Александр Петрович Трофимов поэтпа тĕл пулу ирттертĕмĕр. Шкул ачисем Александр Петровича тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç. Поэтпа тĕл пулни асра юлмалли самант пулса юлчĕ. Чи малтанах Николай Иванович Полозин поэтăн пурнăçĕ çинчен каласа пачĕ Александр Петрович Трофимов Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Турхан ялĕнче 1939 çулхи январĕн 10-мĕшĕнче çуралнă. Ялти пуçламăш шкул хыççăн Уйпуçĕнчи 7 çул вĕренмелли шкула пĕтернĕ 1956 çулта Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкултан вĕренсе тухнă 1957 çулта оргнабор урлă Архангельск облаçĕнче хут кăларакан комбинат тунă çĕрте ĕçленĕ çав çулхи ноябрь уйăхĕнче. Мурманск хулинче пулă тытыкан карап çинее ĕçе вырнаçнă  Баренец тинĕсĕнче кочегар пулса тăрăшнă  1958 çулхи май уйăхĕнче тăван яла таврăннă  октябрь уйăхĕнче ăна çар ретне илнĕ.  Службăна вăл Туркменире Кизыл-Арват хулинче ирттернĕ  1961 çулта Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕнĕ.  Вĕреннĕ вăхăтрах çуллахи каникулсенче тĕрлĕ çĕрте ĕçлеме тÿр килнĕ ăна.  Кирпĕч заводĕнче вĕри кăмакаран кирпĕч кăларнă, электроаппаратура завочĕн 2 площадкинчи гальваника цехĕнче хулари потребкооперацин апат-çимĕç базинче грузчикре ĕçленĕ.  1963 çулта ăна студентсен общежитийĕн комендантне лартнă, кунта икĕ çул хушши ĕçленĕ  1965-1992 çулсенче Мăн Этменти вăтам шкулта учитель, класс тулашĕнчи ĕçсен организаторĕ, директорăн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ, директор пулса ĕçленĕ.  Вăл директорта  вăй хунă чух шкулăн çĕнĕ çуртне хута янă. 1992 çулта ăна районти вĕрентÿ пайĕн  ертÿçи пулма чĕнсе илнĕ. Ку ĕçре вăл 5 çул тăрăшнă. 1997 çулхи январь уйăхĕнчен Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта ĕçленĕ.

Малалла Юлия Васильевна Вадейкина Александр Петрович пултарулăхĕ çинчен каласа пачĕ. Вăл литература ĕçне çамрăклах тытăннă.  Вăл статьясемпе очерксем, калавсемпе повеçсем, сăвăсемпе поэмăсем çырать.  Вăл чăвашла тата вырăсла çырать. Вырăс поэчĕсен сăввисене чăвашла куçарать Унăн хайлавĕсем ытларах районта тухса тăракан республикăри «Çамрăксен хаçачĕ» «Тантăш» хаçатсенче кун çути курнă.  Чăваш писателĕсен пĕрлешĕвĕн членĕ.  Паллă произведенийĕсем «Юрату  хăвачĕ»,  «Сĕрĕм»,  «Тытăçу»,  «Мыскара»,  «Паттăрсен çĕрĕнче»,  «Çемье ăшши»,  «Тавах  аннеçĕм»,    «Ашак  хăлхи»,  «Шăпа»,  «Сăр çинчи шурăмпуç» ,   «Телейлĕ çул» тата ыттисем те.  Александр  Петрович  çирĕме  яхăн  кĕнеке  авторĕ.

6-мĕш класри ачасем Александр Петрович çырнă сăвăсене сцена çине тухса пăхмасăр каласа пачĕç.  Уйрăмах ачасем анне çинчен вуланă сăвăсем чуна пырса тиврĕç. Козлова Татьянăпа Офишкин Кирилл аннесене мĕнле хакламаллине, юратмаллине хăйсен сассипе, чунĕпе уçса пачĕç. Федотов Романпа Ермеев Максим аттесемпе асаттесен пурнăçĕ çинчен, вĕсем мĕнле Сăр тăрăхне юратни, хура вăрман, уй-хир çаранĕ, çырма-çатраллă катасем вĕсен чĕрисене парăнтарни çинчен лайăххăн вуларĕç.  «Хĕрлĕ Чутай»,  «Юратнă Чутайăм», «Чутай илемĕ» сăвăсене Яковлева Викторияпа Ямброськина Карина тата Кашкиров Александр, поэт мĕнле Чутая юратать, вĕсем те çапла юратнине систерчĕç. Канячкин Игорь Чутайсем мĕнле чăрсăр, хастар, маттур пулнине кăтартса пачĕ.  Удяков Дмитрий Александр Петровичăн «Пурнатăп Турханта» сăввине чуна пырса тивмелле каласа пачĕ.  Вырăсларан куçарнă сăвăсене те Кагайкин Павелпа Андреев Вадим, Кортунова Эвелинапа Афанасьева Анжелика тата Букина Татьяна питĕ лайăх каласа пачĕç. Вырăсла çырнă сăвăсене Сорокина Камиллăпа Кошелева Милена питĕ хитре те хавхалантаруллăн каласа пачĕç.  Вĕсен сассисенче Тăван çĕршыва, тăван тавралăха юратни çинчен янрарĕç вĕсен уçă сассисем. Хальхи вăхăтра çырнă сăвăсенчен пĕри вăл- «Хÿтĕлев çыранĕ». Ку сăвва Юлия Вадейкина каласа пачĕ . Çак сăвăра та Чутайсем тăван çĕршыва юратни, тăван-халăх вăрçă вăхăтĕнче вăй-халне шеллемесĕр çĕнтерĕве çывхартса пыни курăнать. 

Ачасем Александр Петрович произведенийĕсем тăрăх хитре ÿкерчĕксем турĕç.  Поэт  çинчен хаçат та кăларчĕç.  1978 çулта Мăн Этмен шкулĕнче вăл театр та ертсе пынă. Ун çинчен кĕнеке-хаçат хатĕрленĕ 6- мĕшсем.  Ачасем юрăсемпе те савăнтарчĕç.  Юлия Вадейкинапа Николай Полозин чуна пырса тивмелли юрларĕç. 

Александр Петрович  хальхи вăхăтри сăввисене вуласа пачĕ. Ачасем тăвăллăн алă çупса  хамăр паллă   поэта, ентеше тав турĕç. Çак тĕл пулу питĕ нумай вăхăта асра юлĕ.

Прикрепленные файлы

docx
plan-zemlyaki.docx 21,53 Kb 29.04.2022