7-мĕш класс ачисем чǎваш чĕлхи урокĕнче "Словарь-кĕнекесен кĕнеки" ятпа калаçу ирттерчĕç.

https://ok.ru/profile/529813720548/album/878180893668/878180919780

Французсен паллǎ писателĕ А. Франс словаре кĕнекесен кĕнеки тенĕ, эпир ǎна урǎхла сǎмахсен кĕнеки тесе те калатпǎр. Мĕншĕн тесен  çын пурнǎçĕнче словарьсем пысǎк вырǎн йышǎнаççĕ. Вĕсене час-часах алла тытни - çыннǎн пуянлǎхне, тавракурǎмне ӳстерет. Шǎпах çак тĕллеве усǎ курса çиччĕмĕш класс ачисем чǎваш  чĕлхи урокĕнче "Словарь-кĕнекесен кĕнеки" ятпа калаçу ирттерчĕç. Т.В. Горбунова вӗренекенсене словарьти сǎмахсен пĕлтерĕшĕсене ǎнлантарса пачĕ, ачасене куçару ĕçĕсене танлаштарассипе тата чĕлхе тĕпчевçисемпе  кӑсӑклантарса ячӗ. Урокра илнĕ пĕлӳ  пуриншĕн те усăллă пулчĕ.

Никольскийпе Ашмарин,

Сироткинпа Егоров,

Петровпала Сергеев,

Скворцов çырнǎ словарьсем

Асǎнмалǎх чĕр палǎк

Шутланаççĕ халǎхра.

Эпир пĕрле, тусǎмсем

Словарьсене уçсассǎн,

Авалхине аса илсе,

Малаллине курǎпǎр.