Паллă ячĕсен пахалăх виçине кăтартакан формисем.

38. Тема: Паллă  ячĕсен пахалăх виçине кăтартакан формисем.

Урок тĕллевĕ: Пахалăх виçине кăтартакан формăсене тупса палăртма тата пуплевре тĕрĕс усă курма вĕрентесси; танлаштаруллă тата вăйлă степень формисене тĕрĕс çырма хăнăхтарасси.

Воспитани тĕллевĕ: Паттăрлăх туйăмне аталантарасси, инкекре пĕр-пĕрне пулăшма вĕрентесси.

 

Урок юхăмĕ

  Вĕреннине аса илни.

1. 4 ача карточкăпа, ыттисем вырăнта ĕçлеççĕ.

              1 карточка

 Панă сăмахсен антонимĕсене тупăр.

Сарлака, хуçкаланчăк, хуллен, ырхан, ăнкаруллă, вăрăмланнă, васкуллă, ĕлĕкрех, ештĕленет, çамрăк.

               2 карточка

 Паллă ячĕсен синонимĕсене çырăр.

Çĕкленÿллĕ, çатăлти, çепĕççĕн, ухмах, тÿлек, хаваслăн, харсăр, именчĕклĕ.

               3 карточка

Фразиологизмсен пĕлтерĕшĕсене ăнлантарăр.

Çăкăр çĕрт –

турти кĕске –

алă кĕçтет –

йĕрĕ те çухалнă  -

чĕлхе çырт –

                   4 карточка

Çак япала ячĕсенчен паллă ячĕсем тăвăр, паллă ячĕ япала тесе ăнлантарнипе пулнă  сăмах майлашăвĕ çырăр.

Çулçă, чечек, савăнăç, шухăш, çумăр, çил, хĕвел, мир.

 

2. Класпа ĕçлемелли ĕç.

Панă предложенирен паллă ячĕ  ятне ăнлантарнипе пулнă  сăмах майлашăвĕсем çырса илĕр.

Тăп–тăрă сивĕ çăл куçсем тапса тăракан чуллă çыран тăрăх пĕчĕк шыв чăххисем вĕçсе çÿреççĕ, юхан шыв авăрне чăнкă çыран айĕнчен сулхăна тăрнаккай чарлансем вырнаçнă.  (Тургенев.)

Темăпа ĕçлени.

1. Вĕрентекен текст вулать.

Унччен те пулмасть, шăри–шари кăшкăрашни илтĕнсе каять: «Путать, килĕр! ». Хывăнса сивĕнме ĕлкĕрнĕ Юван чупса пырать те пĕрех сикет авăра, тÿрех пулă пек чăмать. Шыв, çак тĕлте явăнса юхаканскер, унăн – кунăн хумханса илет. Ыттисем пăхса тăраççĕ. Ку мĕн япала? Шыва путаканни те, ăна хăтарма сикни те курăнмасть.

Унччен те пулмасть, кăмпа çĕре шăтарса тухнă пек,     шывран пĕр  çаврашка курăнса каять. Ăнланса илеççĕ тантăшĕсем: ку Юван пуçĕ. Касра унран хурарах çÿçлĕ урăх ача çук. Чăн, вăлах. Кĕçех тепĕр пуç курăнса каять. Юван хăрах хулĕпе путнă ачана мăйĕнчен çавăрса тытнă та путакан ачана çиеле сĕтĕрсе кăларнă, тепĕр аллипе çыран хĕрринелле ишет. Юлташĕсем алăран алă тытса шыва сикеççĕ те ăна пулăшаççĕ. Туртса кăлараççĕ путакан ачана. Ку, иккен, паçăр Ювана тем - тем каласа хăртакан ашкăнчăк хăех пулнă. Каçару ыйтма чĕлхи çаврăнмасть-ха унăн – шăннă, шăннинчен ытла хăранă.  («Çил çунат».)

   - Текста ят парăр, тĕсне калăр.

  - Тĕп шухăшне калăр.

   - Хура çÿçлĕ ача. Касра Юванран хурарах çÿçлĕ  урăх ача çук. Юван хуп- хура çÿçлĕ ача предложенисенче çÿçе мĕнле палла кура танлаштарнă-ши?  Чи хура çÿçли кам-ха? (Хура çÿçлĕ тени чух япала пахалăхне ытти япаласен пахалăхĕпе танлаштармасăрах кăтартать. Вăл тĕп формăра пулать. Хурарах форма танлаштарнă ытти ачасен çÿçĕнчен пахалăхĕпе хурарах пулнине кăтартать. Ăна танлаштаруллă форма теççĕ. Хуп-хура çÿçлĕ тенĕ чух Юванăн çÿçĕ юлташĕсен  çÿçĕнчен пахалăх енĕпе чи хура пулнине пĕлтерет. Кун пек формăна вăйлă виçе теççĕ.)

2. Тĕп формăри паллă ячĕсене танлаштаруллă, вăйлă виçесене лартăр, предложенисем çырăр.

Маттур—

Хастар -

Телейлĕ  -

3. Кĕнеке тăрăх, вăйлă виçене кăтартмалли мелсемпе паллаштармалла.

 

Темăна çирĕплетни.

1. Текстпа ĕçлĕр..

Тÿперен пăхсан пирĕн Çĕр те çăлтăр пек курăнать, çутатать. Эпир пурăнакан Галактикăра пурĕ вунă çăлтăр. Вĕсенчен пĕри – Хĕвел. Вăл çăлтăрсенчен хĕрÿллĕреххи, хăватлăраххи. Ыттисем пурте Хĕвел тавра çаврăнаççĕ. Вĕсен шутĕнче эпир пурăнакан Çĕр чăмăрĕ те пур. Тÿперен пăхсан Çĕр те çăлтăр пекех çутатать. Меркурипе Венера Хĕвеле çывăх вырнаçнă. Хĕвел ансанах тÿпене чи малтан тухакан çăлтăр – Венера. («Тантăш».)

    - Çутă çăлтăр, çутăрах çăлтăр, чи çутă çăлтăр сăмах майлашăвĕсем кĕртсе текста çывăх каласа парăр.

2. Ăнлантару диктанчĕ.

Хăй хулăн пуставран çĕлетнĕ, ылтăн укçапа эрешлесе пĕтернĕ вĕр çĕнĕ мундирпа. Каçĕ ĕнерхи пекех лăпкă, çÿллĕрех чечексен мĕлкисем палăраççĕ. Унăн утти те мана вăраххăнрах пек, пĕтĕм пĕвĕ - сийĕ те мăнаçлăрах та йăрăсрах пек туйăнчĕ. Йĕри- тавра çап- çутă та ем- ешĕл, анчах мана çав тери хурлăх пусрĕ.

   - Паллă ячĕсене хăй ăнлантаракан сăмахпа пĕрле туртăр.

3.  Сăмахсене вăйлă формăра çырăр.

Хулăн, тулли, мăнтăркка, кÿпшеке, шыçмак.

4. Çак сăмах майлашăвĕсене чăвашла куçарăр.

Пышная женщина – (мăнтăркка хĕрарăм.)

Щедрая помощь –  (вăйлă пулăшу.)

Незначительнейшие ошибки – (вак - тĕвекрех йăнăшсем.)

Гениальный ученый –  (чи пултаруллă ученăй.)

Зверский мороз  -  (шартлама сивĕ.)

5. Словарь ĕçĕ.

Ромашка - шур чечек, анчăк курăкĕ, салтак тÿмми.

Смолевка – сухăр курăкĕ.

Зверебой – сар çип ути.

Колокольчик – шăнкăрав курăкĕ.

Клевер – чавка пуç, кайăк пуç.

Пĕтĕмлетÿ.

 - Паллă ячĕсен пахалăх виçине мĕнле формăсемпе кăтартма пулать?

 - Паллă ячĕн вăйлă формине тумалли мелсене калăр.

Килте тумалли ĕç.

Словарь ĕçĕнче усă курнă курăк ячĕсене кĕртсе «Пирĕн тăрăхри сиплĕ курăксем» çыхăнуллă текст тăвăр. Паллă ячĕн пахалăх виçине кăтартакан формăсемпе усă курăр.