Урок тĕллевĕ: Текст тĕсĕсене уйăрма хăнăхтарасси.
Воспитани тĕллевĕ: Ĕçе тимлесе, тĕплĕ тума хăнăхтарасси. Çынлăх туйăмне аталантарасси.
Урок юхăмĕ
Калав пурнăçра пулса иртнĕ мĕнле те пулсан ĕçпе е çын пурнăçĕн пĕр-пĕр саманчĕпе паллаштарать. Кирек мĕнле калаври ĕçе те малтан пуçласа мĕн вĕçне çитиччен каласа пама пултаратпăр. Калавăн пĕтĕмĕшле тытăмне композиции теççĕ. Композиции çакăн пек пайсенчен тăрать: умĕн калани, ĕç тĕвĕленни, хĕрÿ тапхăрĕ - ĕç хĕрсе çитни, ĕç вĕçленни, пĕтĕмлетÿ. Ăна çапла кăтартма пулать:
умĕн калани - ĕç тĕвĕленни - хĕрÿ тапхăрĕ - ĕç вĕçленни - пĕтĕмлетÿ
Тĕслĕхрен:
1. Ирпе ирех Оля шкула утрĕ. Çул хĕрринче вăл хитре чечеке асăрхарĕ. Ай, мĕнле илемлĕскер! Оля чечеке татса шкула илсе каяс тесе аллине тăснăччĕ кăна - ун çинче сывлăм тумламĕсем ялкăшнине асăрхарĕ. Кашни тумламĕнче – сар хĕвел. Оля чечеке татма хăяймарĕ. (Сухом.)
- Калавра мĕн пулса иртнĕ?
- Текста мĕнле ят панă пулăттăр?
- Текстри ĕçе пĕр ÿкерчĕкпе кăтартса пама пулать-ши?
- Композици пайĕсене тупса палăртăр. (Ирпе ирех Оля шкула утрĕ - умĕн калани;ĕç тĕвĕленни – çул хĕрринче вăл хитре чечеке асăрхарĕ; хĕрÿ тапхăрĕ - çак самантра вăл ун çинче сывлăм тумламĕсем ялкăшнине асăрхарĕ. Кашни тумламĕнче – сар хĕвел; ĕç вĕçленни – Оля чечеке татма хăяймарĕ.) Пĕтĕмлетÿ пур чухне те пулмасан та пултарать. Ку тĕслĕхре, сăмахран, пĕтĕмлетÿ çук.
Сăнлав мелĕпе пĕр-пĕр япалана, пулăма, çынна, чĕрĕ чуна т. ыт. те сăнланă чух усă куратпăр.
Тĕслĕхрен:
2. Çуркунне хĕвел хĕртсе пăхать. Тулта ăшă. Çил пĕртте вĕрмест. Çÿлте тăрисем юрлаççĕ. Юр ирĕле- ирĕле кăш анчах юлнă. Урам хушшинчи çырмасем чăл-чăл-чăл! юхса выртаççĕ. (Сухом.)
-Текста ят парăр. Кунта мĕне сăнланă-ши? (Çурхи куна.)
3. Çĕмĕрт сивви иртсенех çĕмĕрт çырли тĕвĕленме тытăнать. Малтанах вăл симĕс тĕвĕ, каярах кĕрен тĕвĕ. Хĕвел хĕртнĕçемĕн çав тĕвĕ хăмăрланса–хуралса пырать те, юлашкинчен тĕм-хура çырла пулса тăрать. (Н. Васильев.)
- Текстра мĕне сăнланă? (Çĕмĕрт çырлине.) Ят парăр.
- Тĕвĕ сăмаха вырăсла куçарăр. (Зародыш семени е завязь.)
Ăславра пĕр-пĕр пулăма е ĕçе, тĕрлĕ ăнлава уçса панине калаççĕ. Вăл виçĕ пайран тăрать: 1. Мĕн çинчен те пулин ăнлантарни е çирĕплетни (ăна тезис та теççĕ). 2. Ăнлантарнин е çирĕплетнин сăлтавĕ е ĕнентерни. 3. Пĕтĕмлетÿ. Схемăпа çакăн пек кăтартма пулать:
Ăслав
тезис çирĕплетсе ĕнентерни пĕтĕмлетÿ калани
Тĕслĕхрен:
4. Кăсăя вăл - питĕ усăллă кайăк. Хăш-пĕрисем ăна ахалех юратмаççĕ. Паллах, ун уссине ăнланса çитейменнипе ĕнтĕ. Кăсăя вăл темĕнле хурт- кăпшанкăна та пĕтерет. Хăш-пĕр çĕрте курнă пулĕ, хуртлă çулçă чăмăртанса ларать. Ăна хурт сĕлеки çиппи явкала-явкала илет. Çавна та кăсăя чип-чипер тасатать. Малтан çиппине татать, кайран хуртне сăхса кăларать те çисе ярать. Юлашкинчен çулçа пĕтĕм çÿп-çапран тасатать. Кăсăя - этемĕн чăн-чăн тусĕ. (Н. Слад.)
- Çак текстра тезис пулакан предложение калăр. (Кăсăя вăл - питĕ усăллă кайăк.)
- Çакна мĕнпе çирĕплетме пултаратăр? (Малалла кăсăя мĕнпе усăллă пулнине çирĕплетсе панă).
- Текстри хăш предложени пĕтĕмлетсе калать? (Кăсăя – этемĕн чăн-чăн тусĕ.)
Темăна çирĕплетни.
1. Текст тĕсне калăр.
Селиме кашни чăваш хĕрĕ пекех – вăтанчăкрахскер. Сăнаса пăхакан куçа курсан хĕрелсе каять, ватти калаçнă чух сăмаха вырăнсăр хутшăнмасть. Вăйăра хăй сăвă пуçласа каламасть, сасси чипер пулсан та - тантăшĕсенчен ирттерес тесе ăмăртмалла янăратмасть вăл.
Ашшĕ вир пăхма ярас пирки сăмахласан Селиме васкаварлăн апатланчĕ те хире тухса кайрĕ.
Селиме хăйсен ани патне çитнине сисмерĕ те. Акă тахçан пĕлнĕ ана палли – карăнтăкпа çыхăнтарнă икĕ пĕчĕк йăран. Вир каярах акнă пулсан та лайăх шăтса тикĕсленнĕ, çăмламас сĕткенлĕ те парка, хăмăр ешĕллĕн курăнать, лупашка хĕрринерех кĕпçене те кая пуçланă. Çумĕ пит сахал. «Ĕнтĕ пĕр килнĕ-килнĕ - çумласа та хăварас… Пĕччен аппаланма йăлăхтарать те, нумайлăха мар», - тесе шухăшлать Селиме. Хăй йĕри–тавра çаврăнса пăхать: хирте пĕр çын та курăнмасть.
Хĕрлĕ саппунĕн чĕнтĕрлĕ аркине пиçиххинчен хĕстерсе Селиме пĕшкĕнчĕ те çумлама тытăнчĕ.
Кĕç вăл пуçне çĕклесе пăхать те тĕлĕнсе каять: мĕн унта тата, кĕтÿ çÿрет-и? Пăру пулма кирлĕ. Иккĕн. Выльăх ямастчĕç-çке кунта?.. Тырă ашса çÿреççĕ.
Селиме каллех пуçне пĕкрĕ. Вир калчине таптаса ватас мар тесе Селиме сыхланса пускалать, татнă çум курăкне хăрах аллине пуçтарать те пуçне çĕклемесĕрех, ана йăранĕ хушшинелле ывăтать. Çав вăхăтра ăна темле сасă илтĕннĕн туйăнчĕ. Вăл пуçне çĕклерĕ те сасартăк яшт тÿрленсе тăчĕ: икĕ пыл хурчĕ ун умне çитсе чарăннă та пăхса тăраççĕ. Сехри хăпнă Селиме мĕн вăйĕ çитнĕ таран тискеррĕн кăшкăрса ячĕ, аллинчи çум курăкĕпе хÿтĕленес пек, кăвак чечеклĕ утмăл турат тунине хăй çумне тытса çĕрелле каска пек тач çаврăнса ÿкрĕ.
Хирте çав вăхăтра: «Ăрьях, вăс! » - тесе çине-çине кăшкăрни янăраса кайрĕ.
Сăрт енчен хура пиншаклă çын васкавлăн чупса анчĕ. (Ил. Мик.)
- Текстра мĕнле сăнлăхсем пур? (Селимене тата ана çинче ÿсекен вире сăнланă.)
- Эсир текста мĕнле ят панă пулăттăр? Темипе тĕп шухăшне палăртăр.
- Автор Селимене епле сăнлать?
- Текст планне тăвăр та каласа парăр.
- Калавра композици пайĕсене тупса палăртăр.
2. Саша картунран карап турĕ. Ăна урама илсе тухрĕ те пысăк-пысăк шыв кÿлленчĕкĕ патне пычĕ.
Ку – «Хура тинĕс». Иштĕрех кунта ман карап, - терĕ вăл.
Саша карапне «Хура тинĕсе» ячĕ. Карап тинĕс хумĕсем çинче ишрĕ. Аякран та аякка шурĕ вăл. Акă çыран та аран-аран курăнакан пулчĕ, вăл çав-çавах ишет те ишет малалла.
Хĕвел анса ларчĕ ĕнтĕ, карап çав - çавах ишет, Хура тинĕс варрине çитрĕ. Таврана каç тĕттĕмĕ карса илчĕ. Сашăна та амăшĕ киле чĕнет ав.
«Каçхине те иштĕрех карап», - шухăшларĕ вăл, унтан килелле утрĕ.
Ирхине Саша тинĕс патне татах тухрĕ, анчах вăл шăнса ларнă. Хăюллă карап тинĕс варринче мăнаçлăн курăнса ларать.
- Анне, карап тинĕсре шăнса ларнă, - терĕ хумханса Саша.
- Пултăрах, акă хĕвел хĕртме тытăнĕ, пăр ирĕлĕ, карап та ишме пуçлĕ, - лăплантарчĕ амăшĕ.
- Çук, çук, эпĕ кĕтме пултараймастăп. Карапа пулăшас пулать. Çулĕ вăрăм унăн, аякка каймалла, - терĕ Саша.
Ача пĕчĕк кĕреçе илчĕ те карапа пулăшма утрĕ.
Умĕн калани – Саша карап туса шыв кÿлленчĕкне яни.
Ĕç тĕвĕленни - Карап «Хура тинĕсре» малтан мала ишни.
Хĕрÿ тапхăрĕ - Хăюллă карап тинĕс варринче шăнса ларать.
Ĕç вĕçленĕвĕ - Сивĕ тыткăнне лекнĕ карапа пулăшма хатĕрленни.
Пĕтĕмлетÿ – Ача кĕреçе илсе карапа пулăшма кайни.
- Пурнăçра пулса иртнĕ пĕр–пĕр ĕç çинчен каласа парăр. Композици пайĕсене палăртăр.
Пĕтĕмлетÿ.
- Текст тĕсĕсене калăр.
- Калав мĕнле пайсенчен тăрать?
- Мĕн вăл ăслав? Унăн пайĕсене калăр.
- Сăнлав мелĕпе хăçан усă кураççĕ? Мĕншĕн
Килте тумалли ĕç.
«Çĕр çинче пыл хурчĕ пулмасан…» темăпа ăслав çырăр. Çак шухăшсене уçса парăр:
1. Пыл хурчĕ мĕнле чĕр чун?
2. Вăл ăçта пурăнать?
3. Пыл хурчĕ мĕнпе тăранса пурăнать?
4. Унăн усси пур - и?