Тема: Пайăр тата пайăр мар ятсем.

Тема: Пайăр тата пайăр мар ятсем.

Урок тĕллевĕ:

·        япала ячĕсем пайăр тата пайăр мар пулнипе паллаштарасси;

·        пайăр ятсене тĕрĕс çырма хăнăхтарасси.

Воспитани тĕллевĕ: пухнă пĕлÿпе пурнăçра тĕрĕс усă курма вĕрентесси.

Урок юхăмĕ

Киле панă ĕçе тĕрĕслесси.

1. Çав хушăра доска патĕнче иккĕн карточкăсемпе ĕçлеççĕ.

 1-мĕш карточка

Çак предложенири япала ячĕсен морфологи паллисене (падеж, сăпат, хисеп)  палăрт.

Пуçупа шухăшла, аллупа ту.

 2-мĕш карточка

Япала ячĕ предложенире мĕнле член пулнине калăр.

Десна  Атăлтан   пин çурă çухрăм аякра вырнаçнă шыв .

                                 Урок темипе ĕçлени

1. Темăна ăнлантарма пуçличчен ăнлантару диктанчĕ çырмалла.

1.Чăваш Республикин Президенчĕ ­– Михаил Васильевич Игнатьев. 2. Паян Сăр лăпкăн хумханать. 3. Коля – Ермак Ванькки  ывăлĕ.  4. «Тантăш» хаçат шкул ачисен чи юратнă хаçачĕ. 5. Манăн пичче Хĕрлĕ Чутайра ĕçлет.

ü текстри пайăр ятсене туртăр, вĕсем мĕне пĕлтернине калăр.

2.  Слайдри правилăсене класпа пăхса тухмалла. 

 

 (Чи аслă органсемпе общество организацийĕсен,  тĕрлĕ медальсемпе орденсен ячĕсем, уяв ячĕсемпе географи ячĕсене мĕнле çырмаллине М. И. Скворцов хатĕрленĕ «Русско-чувашский общественно-политический словарь» (1979); Ю. М. Виноградовпа Г. М. Виноградова пухнă «Орфографии словарĕ»  (2002)  кĕнекесенче тупса вулама пулать.)

2. Çак сăмахсен омонимĕсене тупăр. Кашнинпе пĕрер предложени калăр.

Çеçпĕл, Çĕр, Çĕрпÿ, Сăр, Турхан

 3. Чăваш Республикинчи юхан шыв ячĕсене çырăр, вĕсем ăçта юхса кĕнине калăр.

4. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче мĕнле çыравçăсен произведенийĕсемпе паллашрăр?

Темăна çирĕплетмелли ĕç..

1. Чĕлхере çын ячĕсем, хушамчĕсемпе ашшĕ ячĕсем тата хушма ятсем пур.   Вĕсене антропонимсем теççĕ. Çĕр çинче кашни географи обьекчĕн хăйĕн ячĕ пур. Çав ятсене   топонимсем теççĕ.

 Кĕнекери хăнăхтарусемпе шухăша çирĕплетĕр.

- Сирĕн ял çумĕнче мĕнле ялсем пур?  Алфавит йĕркипе çырса тухăр.

2. Çак çыравçăсен хушма ячĕсене пĕлетĕр-и?

Михаил Кузьмич Кузьмин, Николай Васильевич Васильев, Степан Антонович Шумков.  (Çеçпĕл, Шупуççынни, Стихван Шавли.)

 - Сирĕн ялта мĕнле хушма ятсем пур, çырса тух та  çапла каланин сăлтавне пĕлме тăрăш.

 -  Ятсен пулăвне ăнлантарăр: Нарспи, Илемпи

3. Орденсемпе медальсен ячĕсене хăçан кавычкăпа çырассине асăрхаттарăр.

4. Мĕн вăл ИНТЕРВЬЮ?  (Пĕр-пĕр çын журналистсене панă ответсем.)  Сăмах пĕлтерĕшне ăнлантармалла, камран та пулин интервью илмелле.

5. Текста тăнлăр та ят парăр. Тĕп шухăшне, стильне калăр.

Иван Кулибин - вырăссен çав тери пултаруллă изобретателĕ. Вăл ăсталанă  Раççейри пирвайхи телеграф, ура пусса хускатмалли хăй тĕллĕн куçакан экипажсем питех те анлă сарăлнă. Кулибин ăслайĕпе туса хатĕрленĕ йывăç кĕперсем те пысăк пĕлтерĕшлĕ.

 Ун чухне Раççейре  вырăссен сехет ăстисем те пулманпа пĕрех. Вăл вара халĕччен пулман тĕлĕнтермĕш сехетсем ăсталама тытăннă. Вĕсем паянхи кунчченех хăйсен  асамлăхĕпе тĕлĕнтереççĕ.

 Унăн çăмарта евĕр ăсталанă  сехечĕсем шалтах тĕлĕнтерсе яраççĕ: вĕсенче сехетрен ылтăн алăк уçăлать, кĕвĕ май  тĕрлĕрен курнăç-тамаша пулса иртет. («Ком. правда». )

-Текстри пайăр ятсене асăнăр.

-Вырăс чĕлхинчен кĕнĕ сăмахсене çырса хурăр.

6. Хăвăр аçупа аннÿ мĕнле ĕçре ĕçленине тата мĕнле чыса тивĕç пулнине кĕскен çырса парăр.

7. Сăмах майлашăвĕсемпе предложенисем çырăр.

«Хисеп Палли» орден, «Тантăш» хаçат, «Путакан çынна çăлнăшăн» медаль, Çĕнтерÿ кунĕ.

Пĕтĕмлетÿ.

Пайăр ятсем тесе мĕнле сăмахсене калаççĕ?

Орденпа медаль ячĕсене хăçан кавычкăпа çырмалла?

Мĕн вăл топоним тата антропоним?

 Килте тумалли ĕç.

Кĕнекери пĕр хăнăхтарăва тума сĕнĕр. Ачасем пурăнакан тăрăхри топонимсене çырса килме сĕнсен те аван.