23. Тема: Иккĕмĕшле япала ячĕсен стиль уйрăмлăхĕсем.
Урок тĕллевĕ: Иккĕмĕшле япала ячĕсен пуплеври пĕлтерĕшĕ тата вĕсен стиль уйрăмлăхĕсене палăртасси.
Воспитани тĕллевĕ: Паттăрлăх туйăмне вăратасси.
Урок юхăмĕ
Килти ĕçе тĕрĕслесси.
1. Класа виçĕ варианта уйăрса панă сăмахсен тытăмне тишкерме сĕнĕр. Паллă тунă сăмахсене вырăсла куçарăр, синонимĕсене тупăр.
1 вариант 2 вариант 3 вариант
пĕлÿлĕх хыпкаланчăк мухтав
çыруçă уйăхлăх сĕтĕрĕнчĕк
лару- тăру вĕрÿ- суру суту- илÿ
касăк ÿкерчĕк пĕрĕнчĕк
шăнăçу* пир–авăрçă* пиçĕлĕх*
2. Словарь ĕçĕ.
Пĕтĕçÿлĕх - пĕрлĕх, пĕр шухăшлăх –единство; пир- авăрçă - пир тĕртекен, ткачиха; пиçĕлĕх - çирĕплĕх, хытăлăх - твердость.
- Чăваш чĕлхинчи иккĕмĕшле япала ячĕ тумалли чи тухăçлă аффикссене асăнăр.
- Икĕ е ытларах сăмах тымарĕ хушăнса пулнă сăмахсене мĕнле сăмахсем теççĕ?
- Мăшăрлатса каланă сăмахсене чĕлхере мĕнле сăмахсем теççĕ?
Урок темипе ĕçлени.
1. Тăван чĕлхе икĕ мелпе пуянланса пырать: пĕрремĕшĕ - чĕлхери тĕрлĕ мелсемпе çĕнĕ сăмахсем пулни; иккĕмĕшĕ - сăмаха урăх чĕлхерен йышăнни.
Иккĕмĕшле сăмахсемпе илемлĕ литература произведенийĕсенче тата калаçура стиль уйрăмлăхĕсене палăртма, тĕрлĕ пулăмсемпе ĕçсене витĕмлĕ те сăнарлă уçса пама тата пуплеве уçăмлăх кĕртме усă кураççĕ.
Чăваш литература чĕлхинче морфологи мелĕпе пулнă иккĕмĕшле сăмахсен шучĕ юлашки çулсенче чылай ÿсрĕ. Чи тухăçлисенчен–лăх(-лĕх), -у(-ÿ),-в,-çă(-çĕ) аффикссене асăнмалла.
Çак аффикссем хушăнса пулнă сăмахсемпе калаçура та, хаçат - журналта та, наука ĕçĕсенче те анлă усă кураççĕ. Тĕслĕхрен: Чăваш Республикин Патшалăх ветеренари служби. (Кĕнеке стилĕ.). Кĕтÿçе мĕн чухлĕ тÿлессине те касу тăрăх шутлаççĕ. (Калаçу стилĕ.) Çамрăклăх – хăналăх. (Ват. сăм.) Çук ÿкенÿ шăпам çине йывăрлăхсем тăрсан та. (А. Ильин.)
2. Панă сăмахсемпе предложенисем тăвă, стиль уйрăмлăхĕсене уçса парăр.
Çĕмĕртлĕх, вăрлăх, уйăхлăх, чуралăх, çĕнĕлĕх, чеелĕх.
3. Предложенисен стильне калăр. Туртнă сăмахсаен пулăвне ăнлантарăр.
Кÿршĕ ĕнер хĕрне пĕçерккĕ пачĕ. Ĕлĕк ачасене ĕмкĕч вырăнне чăмлак панă. Ман шăллăм суеçĕ. Паянхи çамрăксен умĕнче пысăк малашлăх. Пахчара эрнелĕх ĕç юлнă терĕç. Темĕн калăпăш юр çуса лартрĕ.
Темăна çирĕплетни.
1. Панă сăмахсенчен иккĕмĕшле япала ячĕсем тăвăр, вĕсенчен хăшĕсемпе ытларах калаçура усă кураççĕ?
Йĕлтĕр, çуйхаш, тишкер, хурал, хирлеш, упра, тÿпелеш, лепĕр.
2. Жадность сăмаха чăвашла куçарăр. Ун синонимĕсене тупăр, кĕнеке стилĕнче усă куракан варианчĕсене палăртăр. (Çăткăнлăх, çăтăх, сăхăм, хытлăх, пилсĕрлĕх, хыт кукарлăх)
3. Асăрхаттару диктанчĕ.
Çĕнтерÿ кунĕ. Вăл пирĕнтен аяккарах та аяккарах тăрса юлать, унăн пĕтĕм тĕнчери пĕлтерĕшĕ уççăнрах та уççăнрах курăнать. Пирĕн салтакăн иртнĕ вăрçăри паттăрлăхĕ вилĕмсĕр. Тен, эпир, салтаксем, вут-çулăм витĕр хаяр тăшман çине ыткăннă чух, вĕçĕмсĕр кĕрлесе, уласа, кисренсе тăракан тавралăхра Çĕнтерÿ пĕлтерĕшĕ пирки тĕплĕн шухăшласа илме пултарайман та пуль. Эпир пурнăçпа вилĕм умĕнче тăнă. («Тантăш»)
- Текста ят парăр.
- Тĕп шухăшне калăр.
- Иккĕмĕшле сăмахсене аялтан туртăр.
4. Панă сăмахсен омонимĕсене тупăр: йăнăш, çилĕ.
Пĕтĕмлетÿ.
- Иккĕмĕшле япала ячĕсем хăш стильре ытларах тĕл пулаççĕ?
- Калаçу стилĕпе кĕнеке стилĕ хушшинче мĕнле уйрăмлăх пур?
Килте тумалли ĕç.
Çак сăмахсенчен иккĕмĕшле сăмахсем тăвăр, предложенисем çырăр. Куç, пăрăн, сиен, сăна.