Дарья Еремеева призер ораторского конкурса на уровне республики.

Раҫҫейри Ҫемье ҫулталӑкне халалласа 5-6-мӗш классенче вӗренекен ачасем хушшинче оратор ӑсталӑхӗн регион шайӗнчи конкурсӗ иртрӗ.

Ҫак конкурса пирӗн округри Мӑн Этмен шкулӗнчи 6-мӗш класра вӗренекен Дарья Еремеева та хутшӑнчӗ. 
Ҫамрӑк оратор Мучикасси ялӗнче нумай ачаллӑ ҫемьере ҫитӗнни ҫинчен каласа пачӗ, призер пулса тӑчӗ.

Малалла та Дашӑна пысӑк ӑнӑҫусем туса пыма сӗнетпӗр!