Ӗнер пирĕн округри Мӑн Этмен тата Ҫӗн Атикасси шкулӗсен хастарӗсем, вӗсемех «Тантăш» хаçатăн çамрăк корреспонденчĕсем, Чӑваш Республикин Ӗçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕпе Алена Елизаровапа тĕл пулнӑ.

💢Ӗнер пирĕн округри Мӑн Этмен тата Ҫӗн Атикасси шкулӗсен хастарӗсем, вӗсемех «Тантăш» хаçатăн çамрăк корреспонденчĕсем, Чӑваш Республикин Ӗçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕпе Алена Елизаровапа тĕл пулнӑ.


♦Шкулта çеç вĕренеççĕ пулсан та ачасен тавра курăмĕ анлă, вĕсене пысăк ыйтусем хумхантараççĕ. Юнкорсем ĕçе миçе çултан вырнаçма юранипе, республикăри ĕç укçин чи пĕчĕк виçипе, ĕçпе тивĕçтерекен центрăн пулăшăвĕпе мĕн чухлĕ усă курма май пуррипе, паянхи кун хăш профессисем ытларах кирлĕ пулнипе кăсăкланнӑ. Унсăр пуçне Алена Геннадьевна хăш тăрăхра çуралса ÿснине те, мĕнле кĕнекесем вуланине те, министрăн мĕнле пулмаллине те ыйтса пĕлнӗ.