Нумай пулмасть Мăн Этмен шкулěнче паллă ентешпе, Леонид Михайлович Волков поэтпа, тěлпулу ирттертěмěр.

 Нумай пулмасть Мăн Этмен шкулěнче паллă ентешпе, Леонид Михайлович Волков поэтпа, тěлпулу ирттертěмěр. Ку тĕлпулăва ачасем чăтăмсăррăн кĕтрĕҫ. Кĕтсе илчĕҫех. Концерт залне ачасем тăп туллиех пухăнчĕҫ. Сцена ҫинче ҫирĕм ытла ача тăрать. Вĕсем пĕрешкел тумсемпе. Ҫак ачасемех концерт залне илемлетрĕҫ. Пилĕк сĕтел ҫине Леонид Михайлович сăввисем тăрăх ӳкернĕ ӳкерчĕксене лартса тухрĕҫ. Пĕрин хыҫҫăн тепри илемлĕрех. Шкул ачисем  поэта тăвăллăн алă çупса кěтсе илчěç. Поэтпа тěл пулни асра юлмалли самант пулса юлчě.

6,7,8-мĕш класри ачасем Леонид Волков çырнă сăвăсене сцена çинче пǎхмасǎр каласа пачěç.Уйрăмах ачасем ашшĕ-амăшсем çинчен вуланă сăвăсем чуна пырса тиврěç. Вěсем аннесене мěнле хакламаллине, юратмаллине хăйсен сассипе, чунěпе уçса пачěç. Поэт Сăр тăрăхне мěнле юратни, тǎван тавралǎха, хура вăрман, уй-хир, çаран, çырма-çатраллă катасем поэт чěрине парăнтарни çинчен лайăх вуларěç.

Леонид Михайлович сăввисене эпĕ те итлеме те, вулама та питě юрататăп. Уйрăмах тăван тавралăх, çутçанталăк, тăван ял, тăвансем, çамрăклăх, юрату çинчен çырнă сăвăсем килěшеççě.  Вĕсенче кашнинчех поэт шухăш-кăмăлĕ, тавра курăмĕ, чун-чĕре ыратăвĕпе тунсăхĕ курăнать: пĕринче мухтать, ырлать,хавасланать; тепринче тунсăхлать, пăшăрханать, кулянать…

Юрату çинчен те нумай çырнă поэт. Унăн сăввисенче юрату вăл чун-чĕрери нимĕнпе виçейми пысăк та аслă туйăм. Юрату туйăмĕ çынри ытти туйăмсенчен чи асамли, чи хăватли, чи ăшши, чи çепĕççи, чи ачашши, чи савăкки пулнине куратпăр... Йĕри-таврари илеме курса сăнама, çынсене юратса  хисеплеме  вěрентеççě Леонид Михайлович  сăввисем.

 Ачасем нумай ыйтусем пачĕҫ.  Поэт хуравĕсем те ачасене килĕшрĕҫ. Поэт шкул ачисене тата шкулта ĕҫлекен учительсене хăйĕн кĕнекисене парнелерĕ.

     Эпир хамăр килěштернě поэта, ентеше поэзин анлă та аслă çулěпе сулмаклăн та тикěссěн, чыслăн та çěнтерÿллěн утма çирěп  сывлăх, уçă  кăмăл, иксěлми вăй-хал сунатпăр.

 

  Леонид Михайлович Волков – поэт, П.Ялкир ячӗллӗ преми лауреачӗ. Вăл Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Хирлукасси ялӗнче çуралса ӳснӗ. Ку ялта Иван Лисаев прозаик, филологи наукисен кандидачӗ Геннадий Воронцов çуралса ӳснӗ, вӗсен ячӗ тата ӗçӗ- хӗлӗ Леонидăн пурнăçне витӗм кӳнӗ-кӳнех. Леонид литературăна питӗ юратнă. Вǎтам классенче вĕреннĕ чухнех район хаҫачĕпе куллен ҫыхǎну тытнǎ, малтанхи сǎввисем тата заметкисем шǎпах унта пичетленнĕ. Пантьǎкри, унтан Мǎн Этменти шкулсенче пĕлӳ илнĕ хыҫҫǎн ҫамрǎк каччǎ Шупашкарти университетри историпе филологи факультечĕн чǎваш чĕлхипе литература уйрǎмне вĕренме кĕнĕ. Унǎн хайлавĕсем республикǎра тухса тǎракан хаҫат-журналта тǎтǎшах пичетленнĕ. Вĕренсе тухсан, Леонид пĕр хушǎ гуманитари институтĕнче ĕҫленĕ, чǎваш поэзине, уйрǎмах Ҫеҫпĕл Мишши, Валентин Урташ сǎввисене тишкернĕ, вĕсенчи кĕвĕлĕхпе тата ǎсталǎхпа интересленнĕ, хǎйĕн ҫырас ҫул-йĕрне шыранǎ.

  Леонид Волков поэтǎн пĕрремĕш сǎвǎ кĕнеки 2011-мĕш ҫулта “Шурǎ-шурǎ чарлан” ятпа тухнǎ. Унта тĕрлĕ ҫулта ҫырнǎ сǎвǎсем кĕнĕ. Ку кĕнекене Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Мăн Этменти вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литератури нумай ҫул ҫӳллĕ шайра вĕрентнĕ, чĕлхене ăнланма-туйма чун-чĕрере хĕлхем чĕртнĕ юратнă учительницăна Вера Федоровна Трофимована халалланă.

 Михаил Ăраскал, Михаил Иванов, Антонина Лукина, Александр Васильев, Светлана Иванова(Смирнова) тата ытти паллǎ юрăҫсем Леонид Волков сǎввисемпе ҫырнǎ юрǎсене пысǎк сценǎсем ҫинче шǎрантараҫҫĕ. Уйрǎмах унǎн хǎй тĕллĕн вĕреннĕ Юрий Ельмов юрǎҫ-композиторпа пĕрле хайланǎ юрǎсем нумай. Вĕсене мĕнпур чǎваш халǎхĕ чǎннипех те юратса йышǎнчĕ.

Леонид Михайлович тĕрлĕ вǎхǎтра Чǎваш комсомол обкомĕнче, шкул директорĕнче вǎй хунǎ. Халĕ Шупашкарта “АВТОГРАД” компание ертсе пырать.

7-мĕш класра вĕренекен Дмитрий Удяков