Данилов Иван Яковлевич- чăваш халăх ăсчахӗ, таврапӗлӳçӗ, «Красночетайский край» кӗнеке авторӗ

Данилов Иван Яковлевич- чăваш халăх ăсчахӗ, таврапӗлӳçӗ, «Красночетайский край» кӗнеке авторӗ

 

 

Муниципальное образование « Красночетайский район Чувашской Республики»   муниципальное бюджетное общеобразовательное  учреждение                     

        «Большеатменская  средняя общеобразовательная школа»                                          Красночетайского района Чувашской Республики                                                              Красночетайское землячество «Чавал» Чувашской Республики

 

 

 

 

 

 

 

Районный конкурс сочинений                       

    « 2022- год выдающихся земляков »

 Данилов Иван Яковлевич- 

 чăваш халăх ăсчахӗ, таврапӗлӳçӗ, «Красночетайский край» кӗнеке авторӗ            

                                                                                  

                                             

 

 

 

 

 

 

Выполнил ученик 8 класса                                                                           Петров Кирилл Сергеевич

Руководитель- Вадейкина Юлия Васильевна

 

 

                                                                                                                           

                                     

 

                               Д. Большие Атмени

Май 2022 года

 

 

 

Пирěн хушăра хастар çынсем чылай. Вěсем нумай вěренсе ăслă пулса тăнă. Çавсем халăхăмăра ăс парса, вěрентсе тăраççě те ěнтě. Çакăн пек çынсенчен пěри - Иван Яковлевич Данилов. Вăл чăваш халăх ăсчахě, таврапěлÿçě, "Краснсчетайский край" 2 томлă  кěнеке авторě.

Иван Яковлевич 1937-мěш çулхи мартăн 10-мěшěнче Ачкасси ялěнче кун çути курнă. 1944-мěш çулта И. Данилов Ачкассинчи пуçламăш шкулта ăс пухма тытăннă. Унтан Туктамăшри шкулта 7 класс пěтернě.

1954-мěш çулта Хěрлě Чутай шкулěнче вă­там пěлу илнě.               И. Данилов шкулта лайăх паллăсемпе вěреннě, тăрăшуллă пулнă. Темиçе çул та ăна комсомол организацийěн секретарьне тата староста пулма суйланă.  Вăхăт иртсен ун чухнехи пěлÿ ăна пурнăçěнче нумай пулăшу панă. Шкул хыççăн экзаменсене ăнăçлă тытса Чăваш патшалăх педагогика институчěн студенчě пулса тăнă. Унăн нимěç чěлхине вěренсе чăваш çыравçисен хайлавěсене нимěçле куçарас ěмěчě пысăк пулнă.

1955-мěш çулта, яла таврăнсан, тăрăшуллă та ăслă çамрăка тÿрех "Путь Ильича» колхозăн комсомол организацийěн секретарě пулма шанаççě. И. Данилов ун чухне ытларах Серенкасси, Калкасси, Ачкасси ялěсенче пурăнакан çамрăксемпе ěçленě. Сăмах май, вăл ертсе пыракан организаци, çав вăхăтра, районта сумлисенчен пěри пулнă.

1959-мӗш çулхи декабрěн 17-мěшěнче Иван Яковлевича комсомол комитечěн 11-мӗш секретарӗ пулма суйланă.

Пӗр вăхăт хушши вăл парти райкомӗн инструкторӗнче те вăй хунă.

1961-мӗш çул…Иван Яковлевич Чăваш патшалăх педагогика институтӗнче вӗренсе пӗтерни çинчен алла документ илнӗ.

Иван Яковлевич Данилов педа­гогика стажне Уйпуç шкулӗнче пуçланă. Ача­сене нимӗç чӗлхипе истори предмечӗсене вӗрентнӗ.

1962-1964-мӗш çулсенче вăл Шулю шкулне ертсе пынă. Район туса хурсан, парти райкомӗн пропагандăпа агитаци пайӗн ертӳçинче тăрăшнă.

1967-мӗш çулта И. Данилов Ленинградри партин аслă шкулӗнче вӗренме тытăннă. Унта вăл кандидат минимумне историпе тата нимӗç чӗлхипе экзаменсем парса тытнă. Сăмах май, вӗренӳре яланах хастарскер, экзаменсене "5" паллăпа тытнă. Кандидат мини­мумне тытнă хыççăн Иван Яковлевич аспирантурăра вӗренме тата аслă вӗренӳ заведенийӗсенче ӗçлеме пултарнă. Калас пулать, ун чухне И. Даниловăн пысăк ӗмӗчӗ аспирантурăна вӗренме кӗресси пулнă.

Вăл тăтăшах ăслă çынсемпе çыхăну тытма тăрăшнă. Уйрăмах вăл куршӗре пурăнакан Александр Тимофеевич Архиповпа, юратнă Вениамин Федорович Иванов учительпе, парти райкомӗн I секретарӗпе П.А. Михеевпа калаçса ларма кăмăлланă. Ытларах вăл ашшӗн пиччӗшин Ефим Антоновичăн ӗçӗсенчен тӗслӗх илме тăрăшнă. 20-30-мӗш çулсенче ăна Ефим Анто­нович Данилов тесе чӗннӗ. Чăвашра нумай вӗреннӗ, анлă тавра курăмлă, ăста ученăй-педагогсенчен пӗри пулнă вăл. Ефим Анто­нович чылай çул çамрăксене Чăваш патшалăх педагогика институтӗнче пӗлÿ панă.

1969-мӗш çулта Иван Яковлевич Ленинград­ри партин аслă шкулне пӗтернӗ. Унтан парти райкомӗн II секретарӗнче вăй хума тытаннă, ку ӗçре вăл 1978-мӗш çулхи июль уйăхӗччен тăрăшнă.

1978-мӗш çултан пуçласа 1987-мӗш çулччен Серенкассинчи шкул директорӗнче тимленӗ. Унтан вара Иван Яковлевич çак шкулти ача­сене истори, обществоведени, тăван ен культури предмечӗсемпе ăс панă.

Учитель ӗçӗ - çӗр çинчи пархатарлă профессисенчен пӗри. Иван Яковлевич кашни уроках тĕплӗн хатӗрленнӗ. Вăл ирттернӗ уроксем хăйне евӗрлӗхӗпе, формипе, меслет-мелӗпе уйрăлса тăнă. Ачасене харпăр хăй тӗллӗн ӗçлеттересси çине тимлӗх уйăрнă. Темăсене ăнлантарнă чух­не те тӗрлӗ кăтарту хатӗрӗсемпе анлă усă курнă, çакă ачасен тавра курăмӗпе пӗлӳ шайне ӳстерме пулăшнине аван ăнланнă. Тăтăшах уçă уроксем панă, докладсем туса хăйӗн ӗç опычӗпе паллаштарнă.

Иван Яковлевич Данилов ӗçри усӗмсемшӗн "Хисеп Палли" ордена, "Вете­ран" тата "Ĕçри паттăрлăхшăн", "Владимир Ильич Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнӗ ятпа" юбилей медалӗсене, "ЧР халăха вӗрентес ӗçӗн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ", "РСФСР халăха вӗрентес ӗç отличникě", "Чăваш халăх ăсчахӗ" ята та тивӗçнӗ.

Çавăн пекех Иван Яковлевич - "Красночетайский край" кӗнеке авторӗ.

Иван Яковлевичăн пурнăç çулӗ такăр пулман. 1964-мӗш çулта çуралнă ывăлӗ Юра, Чăваш патшалăх университечӗн строи­тельство факультетӗнчен вӗренсе тухнăскер, çамрăклах çут тӗнчерен уйрăлнă. Мăшăрӗ те вăхăтсăр çӗре кӗнӗ. Çак икӗ чăтмалла мар пысăк хуйхă пирӗн ентеше канлӗ ватлăх, вăрăм ӗмӗр памарӗ.

Эпир хамăр хисеплӗ çыннăмăра, чаплă ентешӗмӗре нихçан та манмăпăр. Вăл яланах пирӗн асра юлӗ.