Чăваш Енре-Паллă ентешсен çулталăкě. Александр Петрович Трофимова халалласа

Чăваш Енре-Паллă ентешсен çулталăкě

      Александр Петрович Трофимова халалласа

Анчахрах Мăн Этмен шкулěнче паллă ентешпе, Александр Петрович Трофимов поэтпа, тěлпулу ирттертěмěр. Шкул ачисем Александр Петровича тăвăллăн алă çупса кěтсе илчěç. Поэтпа тěл пулни асра юлмалли самант пулса юлчě. Чи малтанах Николай Иванович Полозин поэтăн пурнăçě çинчен каласа пачě. Александр Петрович Трофимов Хěрлě Чутай районěнчи Турхан ялěнче 1939-мěш çулхи январěн 10-мěшěнче çуралнă. Ялти пуçламěш шкул хыççăн Уйпуçěнчи 7 çул вěренмелли шкула пěтернě. 1956-мěш çулта Хěрлě Чутайри вăтам шкултан вěренсе тухнă. 1957-мěш çулта оргнабор урлă Архангельск облаçěнче хут кăларакан комбинат тунă çěрте ěçленě. Çав çулхи ноябрь уйăхěнче Мурманск хулинче пулă тытакан карап çине ěçе вырнаçнă.  Баренец тинěсěнче кочегар пулса тăрăшнă.  1958-мěш çулхи май уйăхěнче тăван яла таврăннă, октябрь уйăхěнче ăна çар ретне илнě.  Службăна вăл Туркменире Кизыл-Арват хулинче ирттернě.  1961-мěш çулта Чăваш патшалăх педагогика институтне вěренме кěнě. Вěреннě вăхăтрах çуллахи каникулсенче тěрлě çěрте ěçлеме тÿр килнě.1963-мěш çулта ăна студентсен общежитийěн комендантне лартнă. Кунта икě çул хушши ěçленě.  1965-1992- мěш çулсенче Мăн Этменти вăтам шкулта учитель, класс тулашěнчи ěçсен организаторě, директорăн вěрентÿ енěпе ěçлекен çумě, директор пулса ěçленě.  Вăл директорта вăй хунă чух шкулăн çěнě çуртне хута янă. 1992-мěш çулта ăна районти вěрентÿ пайěн  ертÿçи пулма чěнсе илнě. Ку ěçре вăл 5 çул тăрăшнă. 1997-мěш çулхи январь уйăхěнчен Хěрлě Чутайри вăтам шкулта ěçленě.

Малалла Юлия Васильевна Вадейкина Александр Петрович пултарулăхě çинчен каласа пачě. Вăл литература ěçне çамрăклах тытăннă.   Статьясемпе очерксем калавсемпе повеçсем, сăвăсемпе поэмăсем çырать.  Чăвашла та,    вырăсла та çырать. Вырăс поэчěсен сăввисене чăвашла куçарать.Унăн хайлавěсем ытларах районта тухса тăракан «Пирĕн пурнăç» хаçатра, республикăри «Çамрăксен хаçачě», «Тантăш» хаçатсенче кун çути курнă. Чăваш писателěсен пěрлешěвěн членě. Паллă произведенийěсем:«Юрату хăвачě», «Сěрěм», «Тытăçу», «Мыскара», «Паттăрсен çěрěнче», «Çемье ăшши», «Тавах  аннеçěм», «Ашак хăлхи», «Шăпа», «Сăр çинчи шурăмпуç», «Телейлě çул» тата ыттисем те.  Александр  Петрович  çирěме  яхăн  кěнеке  авторě.

6-мěш класри ачасем Александр Петрович çырнă сăвăсене сцена çине тухса   каласа пачěç.  Уйрăмах ачасем анне çинчен вуланă сăвăсем чуна пырса тиврěç. Вěсем аннесене мěнле хакламаллине, юратмаллине хăйсен сассипе, чунěпе уçса пачěç. Аттесемпе асаттесен пурнăçě çинчен, вěсем мěнле Сăр тăрăхне юратни, хура вăрман, уй-хир, çаран, çырма-çатраллă катасем вěсен чěрисене парăнтарни çинчен лайăх  вуларěç. Ачасем поэт Чутая мěнле юратать, вěсем те çапла юратнине систерчěç. Чутайсем мěнле чăрсăр, хастар, маттур пулнине кăтартса пачěç. Поэт хальхи вăхăтра çырнă сăвăсенчен пěри вăл- «Хÿтěлев çыранě.» Ку сăвăра та Чутайсем тăван çěршыва юратни, тăван-халăх вăрçă вăхăтěнче вăй-халне шеллемесěр çěнтерěве çывхартса пыни курăнать.

   Тěлпулура Александр Петрович  хальхи вăхăтри сăввисене вуласа пачě. Ачасем тăвăллăн алă çупса  хамăр паллă поэта, ентеше тав турěç. Çак тěл- пулу питě нумай вăхăта асра юлě