Чӑваш чӗлхи кунне халалласа

Чӑваш чӗлхи кунне халалласа

  Чӑваш чӗлхи кунне халалласа

https://ok.ru/profile/529813720548/album/929287435748/929288028132

 

 https://ok.ru/profile/529813720548/album/929294093028

 

Чӑваш Республикин Аслӑ Совечӗн Президиумӗн 1992 ҫулхи ака уйăхĕн 9-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн ака уйăхĕн 25-мӗшӗнче Чӑваш чӗлхи кунне уявлатпӑр. Ҫак кун чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканĕ, ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркелекенĕ Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑ. Уява халалласа пуш уйӑхӗн 19—24-мӗшӗнче  Мăн Этменти вăтам шкулта чӑваш чӗлхи эрни иртрӗ. Ҫак эрнере кашни вӗренекен тӗрлӗ конкурса хутшӑнса хӑйсен пултарулӑхне кӑтартма, пӗлӗвне тӗрӗслеме пултарчӗ. Кӗҫӗн класра вӗренекенсем сăвăсем илемлĕ вуласа тĕлĕнтерчĕç, чăваш халăхĕн  юмахĕ-халапĕсемпе паллашрĕç. Аслӑраххисем «Иван Яковлев ҫамрӑксен чӗринче» документлӑ фильм пӑхса вӗрентекенӗмӗрӗн пурнӑҫӗпе паллашрӗҫ,  ыттисене паллаштарма хаҫат кӑларчӗҫ, унӑн калавӗсем тӑрӑх ӳкерчĕксем турӗҫ. 5-8 класри ачасем  «Кам миллионер пуласшӑн», «Чӑваш чӗлхипе литературине чи лайӑх пӗлекен» вӑйӑ-конкурссенче тупӑшрӗҫ. Чи маттуррисем мала  тухса ыттисемшӗн тӗслӗх пулчӗҫ.

Уйрăмах ачасен, аслисен асĕнче ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче ирттернĕ уяв асра юлчĕ. Çак кун ăстаçăсен сехечĕсем çÿллĕ шайра иртрĕç. Жукова Лилия Сергеевна ирттернĕ «Çăматă  йăвантарасси», «Пуканесем тăвасси» ачасен кăмăлне питĕ çĕклерĕ. Михеева Мария Дмитриевна, Михеева Ольга Николаевна, Тверскова Елена Михайловна çăм арлама вĕрентрĕç. Логинова Ольга Владимировна тĕрĕ ăсталăхĕпе паллаштарчĕ. Чернова Зинаида Михайловна «Асанне арчи» темăпа йĕркелерĕ. Кунта юмахсем те, асаилÿсем те, ĕлĕкхи вăйăсем те пулчĕç. Çамрăк журналистсемпе Оринова Алина Николаевна , Мамуткина Марина Витальевна,  Александр Петрович Трофимов тĕл пулчĕ. «Пантьăк музейĕ» -куçса çÿрекен музей йĕркелекенĕ  Дагакова Светлана Александровна.

Концертра чӑваш чӗлхи ирӗккӗн те мӑнаҫлӑн янӑрарӗ, чӑваш юрри ҫепӗҫҫӗн шӑранчӗ, чăваш ташши акăш ташши пекех пулчĕ. Уявра шкулта ĕçлекенсем те, вĕренекенсем те, хăнасем те чăваш тумĕпе пулчĕç. Чăваш уявне йĕркелесе ертсе пыраканĕ- Горбунова Татьяна Васильевна. Музыка енчен хавхалантарса юрлама вĕрентекенĕ Ярабаев Валерий Иванович.